149 | Тӗнчере тӗрӗссине тупса ҫитереймӗн. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
150 | Тӗнчере тӗрлӗ кӗнчеле. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
153 | Тӗнчере ухмахран ухмах та пур, ӑслӑран ӑслӑ та пур. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
154 | Тӗнчере халӑх йышлӑ, пӗр ҫын вилни палӑрмасть. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
155 | Тӗнчере хӗрарӑм, качака тата шуйттан пӗртӑван тет. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
156 | Тӗнчере чи йӳҫҫи — ҫын сӑмаххи. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
157 | Тӗнчере чи хаклӑ ылтӑн — чӗрӗ ҫын. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
158 | Тӗнчере чи хакли — туслӑх. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
159 | Тӗнчере ырӑ ҫынсем нумайрах. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
160 | Тӗнчере этем нумай, ҫын сахал. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
161 | Тӗнчере этемрен тискер чӗрчун та ҫук. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
162 | Тӗнчере ялан ҫапла: пӗри ыр курать, тепри хур курать. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
163 | Тӗнчери ҫынсен сӑн та тӗрлӗ, чун та тӗрлӗ. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
164 | Тӗнчери халӑх мӗн юратнине Итали хулине каялла вуласа пӗл. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
165 | Тӗнчери халӑхсем пурте пӗр. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
166 | Тӗнчешӗн тӗнел туса ҫитереймӗн. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
167 | Усалпа ухмахсӑр тӗнче тӑмасть. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
168 | Чи тутли: ырса килсен — ыйӑх, ҫӑвар типсен — шыв. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
169 | Шыв сиксе юхать, тӗнче сиксе шӑвать. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
170 | Ыйхӑ тутлӑ тӗнчере, унтан тутли ним те ҫук. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
171 | Ылтӑн аслӑ тӗнчере, унтан асли ним те ҫук. | Ку тӗнче — леш тӗнче |